Пушкăрт лаши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пушкăрт лаши
Пушкăрт лаши

Пушкăрт лаши — Кăнтăр Урал тăрăхĕнче пурăнакан лаша ăрачĕ.

Мĕнле курăнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăнти хирпе вăрман лашисен йăхĕсенчен пулса тухнă, ăша-сивве пăхман, çулталăк тăршшĕпех кĕтÿре çÿрекен лаша. Пуçĕ айккинчен пăхсан тÿрĕ, çамки сарлака. Мăйĕ кĕске те тăлпан, çурăмĕ тÿрĕ те сарлака, кăштах усăк купарчаллă. Ăйăрĕсен виçисем сантиметрпа: ăмăрĕ çÿллĕшĕ 142—145, тăршшĕ 147—150, кăкăрĕ тавра 170—175, чĕрне патĕнчи ури тавра 18,5-19,5, йывăрăшĕ 450—470 кг; кĕсрисен вара: 138—142, 143—147, 167—172, 18-19, 400—420.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пушкăрт лаши XVII—XVIII ĕмĕрсенчех анлă сарăлнă пулнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Башкирская лошадь // Военная энциклопедия : [в 18 т.] / под ред. В. Ф. Новицкого [и др.]. — СПб. ; [М.] : Тип. т-ва И. Д. Сытина, 1911—1915.
  • Сайгин И. А. Башкирская лошадь и пути её улучшения. Уфа, 1955.
  • Мурсалимов В. С. Племенная работа в коневодстве //Племенное животноводство в Башкирии. Уфа, 1983.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]